ÇАП-ÇУТĂ КЛАССЕМ АЧАСЕНЕ КĔТЕÇÇĔ

Пĕчĕк чухне çурла уйăхĕн çурринчен яланах çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнаттăм. Пахчари чечексене кашни каç шăвараттăм, кайăк-кĕшĕкрен сыхлаттăм – вĕсене хамăн чи юратнă вĕрентекене парнелеме ĕмĕтленеттĕм-çке. Кампа пĕр парта хушшине лармаллине шутласа хураттăм, кĕнекесене тыта-тыта пăхаттăм. Эсĕ те çаплах-тăр: Пĕлÿ кунне каймалли капăр кĕпене кунне вунă хут та кăларса пăхма ĕлкĕретĕн ахăртнех.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне шкул ачисем кăна мар, вĕрентекенсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ: пÿлĕмсенче тирпей-илем кĕртеççĕ, сăрлаççĕ, тасатаççĕ.

Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç шкулĕ мĕн пур пысăк ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Ятарлă комисси вĕренÿ çурчĕ ачасене йышăнма хатĕррине палăртнă.

– Кашни çулах авăн уйăхĕ умĕн шкула тирпей-илем кĕртетпĕр, – каласа парать Антонина Владимировна Степанова директор. – Шкул тăррине тăтăшах юсаса çĕнетме тивет. Кăçал ачасем валли пĕчĕк парне хатĕрлеме вăй çитертĕмĕр: картишĕнче “аслăк” туса лартрăмăр. Çак ĕçе кашни учитель хутшăнчĕ, чунне парса тăрăшрĕ. “Аслăка” тĕрлĕ ÿкерчĕкпе илемлетрĕмĕр. Вĕренекенсем валли тăхтав вăхăтĕнче канмалли тĕлĕнмелле ырă та капăр вырăн пулса тăчĕ. Вăл ачасене килĕшессе шанатпăр.

Шкул çуртне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси – тĕлĕнмелле йывăр та яваплă ĕç. Пĕрремĕшĕнчен, ăна хăйсен укçипе, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе туса ирттереççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, шкул ĕçченĕсенчен питĕ çирĕп ыйтнăран мĕн пур вак-тĕвек пек туйăнакан япалана та асра тытма тивет.

– Шкулта ĕçлекен кашни çынна, ашшĕ-амăшне тав тăвас килет, – ĕçе ăнăçлă вĕçленĕрен хĕпĕртенине пытармасть Антонина Владимировна.

Çап-çутă классене кĕме питĕ кăмăллă. Пÿлĕмсем таса, сăмсана сăрă шăрши кăтăклать. Вĕренте- кенсем юлашки ĕçсене вĕçлеççĕ: шкафсенче тирпейлеççĕ, классене илемлетеççĕ. Елена Елисеевна Андреева та, ытти учитель пекех, пÿлĕмне тасатать. Йĕри-тавра ахаль те уяв умĕнхи пек çиçсен те, вĕрентекен тирпейлемелли, майлаштармалли тупать. Ара, авăн уйăхĕнче çак çутă пÿлĕме чи кĕтнĕ хăнасем, 4-мĕш класа куçнă 9 шăпăрлан пырса кĕрĕ-çке.

Настя Петрова вара кăçал пирвайхи хут шкул кĕпине тăхăнĕ. Вăр-варскере парта хушшине ларасси пĕртте шиклентермест. Пĕрремĕшĕнчен, амăшĕ учительте вăй хунăран кунта пĕрре мар пулнă Настя. Иккĕмĕшĕнчен, вĕренÿ çулне пуринпе тан хатĕрленет хĕр пĕрчи. Вулама, шутлама пĕлет ĕнтĕ вăл, Агния Барто сăввисене кăмăлланăран вĕсене пăхмасăр вĕреннĕ. Сăмах май, иккĕмĕш çул шкул библиотекине çÿрет Настя.

Аня Романова, Аня Петрова, Настя Прохорова тата Надя Романова вара хальлĕхе шкул сумкине пухма пуçламан-ха, çуллахи практикăра тăрăшаççĕ хĕр ачасем. Картишĕнче тирпейлеççĕ, чечексем шăвараççĕ, клумбăсене çум курăкран тасатаççĕ. Хĕр ачасен ĕçчен аллисем самантра чечек утравĕсене юмахри пек илемлĕ сăн кĕртеççĕ. Йăл-йăл чÿречеллĕ шкул кăна мар, тĕрлĕ- тĕрлĕ чечекпе илĕртекен клумбăсем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Авăн уйăхĕн-че хăйсен тавра ачасем пухăнасса, куç илмесĕр сăнасса (ара, хăйсем лартса ÿстернĕ-çке!) сиснĕрен савăнăçлăн çиçеççĕ чечексем.
 
Ирина СТЕПАНОВА