Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен Куне

Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен Куне

              Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен Кунне уявлама пуçланăранпа кăçал 30 çул çитет. Çавна шута илсе ирхи йăлана кĕнĕ пилĕк минутлăх информаци самантĕнче вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гербĕсем, Ялавĕсем, Гимнĕсем çинчен тĕплĕн каласа патăмăр. Вĕсен историйĕпе, авторĕсемпе паллашрăмăр.

            Кăнтăрлахи 12 сехетре çуллен иртекен Пĕтĕмĕшле Чăваш диктантне çырма пуçтарăнтăмăр. Чăваш диктантне çырма çирĕм саккăрăн кăмăл турĕç: вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ача садĕнче ĕçлекенсем  тата ашшĕ-амăшĕ.

            Уроксем хыççăн кашни класрах тата "Хĕвел"  ача садĕнче  "Аслă патриархăмăр И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ" темăпа класс сехечĕсем иртрĕç.