Паян шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Ҫавна май ачасемпе тӑван чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗ, илемӗ, малашлӑхӗ пирки ытларах калаҫрӑмӑр. "Чӑваш кино" аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева халалласа ӳкернӗ "Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче" фильма пӑхрӑмӑр.