Ака уйӑхӗн 23 - 25 -мӗшӗсенче Республикӑн тӗп хулинче регионсенче - Чӑваш енре, Тутар республикинче, Пушкӑртстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче, тата ытти тӑрӑхра -тӑван чӗлхене вӗрентекенсен "Пӗрлӗхре - вӑй" форумӗ иртет. Вӗрентекенсем тӑван чӗлхене, тӑван халӑх йӑли-йӗркине, культурипе историне ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру ӑс-тӑнӗпе чун-чӗринче упраса-сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас ыйтусемпе калаҫрӗҫ.Хӑйне хӑй хисеплекен кирек мӗнле халӑх та, кирек мӗнле ҫын та тӑван чӗлхене упраса хӑварассишӗн тимлеме тивӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем тӗрлӗ секцисен ӗҫӗсене хутшӑнса тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе, пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашрӗҫ.