В гостях участники СВО

В гостях участники СВО

Паян та шкулти чӑваш чӗлхи пӳлӗмӗ ҫамрӑк йышпа тулчӗ. Ҫак шкулта вӗреннӗ Евгений Васильевпа Василий Белов чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлама килчӗҫ. Евгений 2022 ҫулхи кӗркуннеренпе СВО ретӗнче. Вӑл мобилизаци йӗркипе кайнӑ. Халӗ Запорожье тӑрӑхӗнче. Аманнӑ, госпитальте сывалнӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхра. Василий иртнӗ ҫул ҫартан таврӑннӑ. Унӑн та ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ.

"Чӑваш чӗлхи фронтра та пулӑшать, хӑтарать те. Эпир ҫакна темиҫе те куртӑмӑр, - теҫҫӗ хӑнасем.
Ҫапла, килтен аякра чухне тӑван чӗлхе чуна ӑшӑтать.
-Лайӑх вӗренӗр, сывлӑха куллен ҫирӗплетӗр,- терӗҫ Евгенипе Василий ачасене ырӑ сунса.